Чӑваш чӗлхи
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнчи 16–мӗш ҫуртри 204-мӗш пӳлӗмре чӑвашлӑх пирки калаҫма ытларикунсерен пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кун пирки Вырак Суварин «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Варык Суварин ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш тӗнчи» пуҫарулӑх ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫ тӑваслахне 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен пӑхса тухать, сӳтсе явать, ӗҫ тумаллине палӑртать». Пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Чӑваш тӗнчи» чӑвашлӑхшӑн ӗҫ тӑвас текенсене ҫав ушкӑна хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Авӑн уйӑхӗ иртнӗрен Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра вара унӑн ӗҫӗ ытлашшиех нумая куҫман, пурӗ те 24 пин ҫӗнӗ мӑшӑр ҫеҫ тума ӗлкӗрнӗ. Сӑлтавӗсене илес пулсан вара ҫаксене палӑртма пулать: йывӑртарах кӗнекесем, ытти ӗҫсем кансӗрлени. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхине авӑн уйӑхӗнче эпир рекорд тума пултарнӑччӗ — ҫурла уйӑхӗнче 21 пин мӑшӑр хатӗрленӗ пулсан, авӑн уйӑхӗнче 30 пин ытла. Авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӳпҫере Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни», Петр Павленкон «Телей», Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем», Виктор Гюгон «Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул» хайлавӗсем мӑшӑрланчӗҫ. Малалла мара Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» (пичет пахалӑхӗ япӑх пулнӑран унпа ӗҫлесси вӑраха тӑсӑлса кайрӗ-ха) тата ытти хайлавсемпе ӗҫлеме палӑртнӑ. Малтанхи кӑтартусемпе танлаштарнӑ май ҫакна палӑртма пулать: халь пирӗн 1 846 текст (+21), 615 107 пуплевӗш (+24 633). Сӑмахсен йышӗ 6 471 015-пе (+231 659) танлашать. | ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ку ушкӑн Тутарстанри практикӑра усӑ курмалли семиотика институчӗпе тачӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Паян сӑмахран хастарсен ушкӑнӗ тутарсемпе корпусӑн пайӗпе ылмашӑннӑ: тутарсенчен 200 пин мӑшӑр илнӗ. Ҫавӑн пекех тутарстанри институт та чӑвашсен материалӗпе пуянланнӑ. Тачӑ ҫыхӑнӑва кӳршӗллӗ халӑхсен тӗпчевҫисем авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пуҫланӑ. Ун чухне вӗсем Zoom урлӑ ҫыхӑнса пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултарасси пирки пӗчӗк конференци ирттернӗ. Чӑвашсенчен Александр Антоновпа Николай Плотников хутшӑннӑ, Тутарсан енчен — Ринат Гильмуллинпа Айдар Хусаинов. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫак ҫыхӑну пӗр-пӗрне пулӑшасса шанса тӑрать. Ку пӗр-пӗрин опычӗпе те паллашма май парать, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне пулӑшма та (сӑмахран, тутарсен мӑшӑрӗпе чӑваш чӗлхин модельне вӗрентсе пӑхма пулать). Ку ҫыхӑну чӑваш ушкӑнӗн пӗрремӗш мар. Маларах ҫакнашкал контакта ҫармӑссен институчӗпе йӗркеленӗччӗ. | ||
Чӑваш чӗлхи
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлерӗ, ҫавна май пӗтӗмпе 45 пин ытла мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ. Хӗрӳ ӗҫ харама каймарӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ ҫур миллион урлӑ каҫрӗ. Уйӑха эпир 535 200 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Ҫапла май пурӗ 45 пин те 146 мӑшӑр тунӑ пулать. Рекорд таран кӑшт кӑна ҫитеймерӗ — кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче эпир 45 595 мӑшӑр тусаччӗ, ҫавах та ун хыҫҫӑн ку иккӗмӗш кӑтарту. Виҫҫӗмӗш вырӑнта халь иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗ тӑрать — ун чухне эпир 44 пин те 371 мӑшӑр хатӗрленӗ. Кун чухлӗ мӑшӑр тума пире Максим Горкийӗн «Амӑшӗ», Николай Никитинӑн «Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ», Антонина Голубевӑн «Уржум ачи», Галина Николаевӑн «Ӗҫҫинче» хайлавӗсем тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Малалла вара эпир Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни» романпа, Ванда Василевскаян «Асамат кӗперӗ» повеҫпе, Петр Павленкон «Телей» романӗпе, Геннадий Фишӑн «Кимас кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫӗпе ӗҫлесшӗн. Паллах, ыттисем те пулӗҫ. Черетре тата темиҫе теҫетке хайлав тӑрать. Иртнӗ уйӑха пӗтӗмлетнӗ май ҫак кӑтартусене палӑртма пулать: текстсем йышӗ 1 825 (+18), пуплевӗшсен йышӗ 590 474 (+43 651), сӑмахсен йышӗ 6 239 356 (+397 330) калӑпӑшпа танлашрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче тӑтӑшах хуравланине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Черетлӗ хуравсене паян каллех вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май вӑл ҫак кунсенче Мускавра пулнине пӗлтернӗ. Унта чӑваш продукцине анлӑрах та нумайрах сутасшӑн. Олег Николаев патне пӗри хӑйӗн ачине шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентес килменни пирки ҫырнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентмӗҫ-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе предмет евӗр хӑш чӗлхене вӗренессине кашни хӑй суйлать. Кун пирки шкул директорӗ ячӗпе заявлени ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗ руна алфавичӗллӗ видеролик хатӗрленӗ. Саспаллисене Каллиста Иванова художник ӳкернӗ, рунӑсене Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина вуланӑ. Видео хатӗроессишӗн Владимир Иванов рунолог тата ролик авторӗ Елена Мещерина ӗҫленӗ. Видео-арт-инсталляцие Стас Каримов DVJ хатӗрленӗ. Чӑвашинформ.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, видео хатӗрлеме «Чӗрӗ чӗлхе» кӑларӑмсен ярӑмӗ хавхалантарнӑ. Унта республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев руна алфавитне вӗренет. Видеороликӑн тата рунӑсене вӗрентекен кӑларӑмсен ярӑмӗн тӗллевӗ – республикӑра пурӑнакансене тӑван чӗлхене вӗрентессипе кӑсӑклантарасси. Видеороликпа ҫак каҫӑпа https://www.youtube.com/watch?v=KdhrVoOBwCw вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче чӑваш чӗлхине ӑша илме май паракан аудиокурс йӗркеленӗ. Ӑна пуҫараканӗ – «Хавал» ушкӑн ертӳҫи Владимир Блинов (Алпарух). «Сӑмах май» пабликра Алпарух чӑваш чӗлхин сӑнавне аудиокурсне вырнаҫтарнӑ. Курс ячӗ пабликпа пӗр килет. Вӑл «Сӑмах май» ятлӑ. Курс виҫӗ пайран тӑрать: 1. Тӑвалалла; 2. Малалла; 3. Шалалла. Унсӑр пуҫне Александр Блинов «Сасӑ кӗнеки» уйрӑм приложени хатӗрленӗ. Паянхи кун тӗлне Алпарух темиҫе урок вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. Сӑмахран, чӑваш чӗлхинче тӗл пулакан, анчах вырӑс чӗлхинче ҫук «Ӑӑ», «Ӗӗ», «Ӳӳ», «Ҫҫ» саспаллисемпе паллаштарнӑ. Е тата тӑван чӗлхемӗрте сӑмахсенчи пусӑм хӑш сыпӑк ҫине ӳкни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗтӗк-ҫатӑкКӑсӑклӑ
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Тӗлӗнмелле: хӑшпӗр чухне хальхи чӗлхере нимле ӑнланӑва пӗлтермен сӑмах пирки шухӑшласа каятӑн та... тем чухлӗ шыранӑ-чакаланнӑ хыҫҫӑн ун пӗлтерӗшӗн тымарӗ епле тери тарӑннине куратӑн. Ҫӗтӗк-ҫатӑк, тетпӗр эпир халь тум тата ытти ӑпӑр-тапӑрӑн татӑлса-таткаланса пӗтнӗ юлашкине. Ҫӗтӗк сӑмах пирӗн чӗлхере хӑй пӗлтерӗшӗпе те ҫӳрет, пӗччен те ӑнланӑва пӗлтерет. Ҫатӑк сӑмахпа хӑйне пӗччен хальхи чӗлхере усӑ курмастпӑр. Ҫапах та ҫатӑк тенин пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур иккен. Ӗлӗк-авал хӑйне уйрӑм хуҫалӑх тытса пыман, ҫӗрсӗр ҫынна ҫапла ҫатӑк тенӗ. Казах, кӑркӑс, нухай чӗлхисенче ку сӑмах халь те авалхи пӗлтерӗшӗпех ҫӳрет: ҫатӑк (джатак) — ҫӗрсӗр-хуҫалӑхсӑр ҫын, ыйткалакан. Ҫӗрсӗр, хуҫалӑхсӑр, юхӑнса кайнӑ ҫыннӑн ӗнтӗ ӗлӗк чӑнах та мӗнле пурӑнмалла пулнӑ? Ирӗксӗрех ыйткаласа ҫӳреме тивет. | ||
Чӑваш чӗлхи
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварасси, тӗпчесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна сӳтсе явнӑ. Вӑл — «Чӑваш Республикин культурӑпа туризмне аталантарасси» программӑн тӑсӑмӗ. Унта, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников та хутшӑннӑ. Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумпрограммӑпа пуянлатассине Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуҫарнӑ. Паян ҫумпрограммӑн проектне тишкернӗ. Ӑна хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫумпрограммӑн тӗллевӗ — чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртме майсем туса парасси. «Чӑваш чӗлхине темшӗн вӗрентӳпе кӑна ҫыхӑнтаратпӑр. Вӑл ытти тытӑмра та анлӑн илтӗнтӗр, янӑратӑр. Пирӗн сирӗнпе пӗрле ҫак енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — тенӗ Чӑваш Ен ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. Нумай ҫынна йыхравланӑ, ҫав шутра мана та. Тухса калакан ҫынсем чылай пулнӑран сӑмах калакансен черечӗ ман пата ҫитеймерӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ та пулин пӗлтерес терӗм. Чи малтанах ҫак ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак парас тетӗп. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ара, республика пуҫлӑхӗ те (ку вырӑна вӑл хальлӗхе вӑхӑтлӑх ҫеҫ йышӑнать пулин те) ҫумпрограммӑна сӳтсе явас ӗҫе хутшӑнать-ҫке! Унччен кунашкалли пулман тет те вара чӑн та ырламалли кунта пурах! Тӗппипе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ҫумпрограммӑна эп ҫакнашкал хак кӑна пама пултаратӑп: вӑл паянхи лару-тӑрӑва ҫирӗплетме тӑрӑшни ҫеҫ. Чӗлхе ыйтӑвӗн ҫивӗчлӗхне, паянхи кун вӑл темле йывӑр пулсан та, кунта татса пани курӑнмасть. Чӗлхе умӗнчи тӑракан хӑрушлӑхсенчен сыхлама пултарасса та эп ӗненсех каймастӑп. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |